Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ура вӗҫӗнчи юрату (Лидия Сарине)

Мӗншӗн качча кайрӑм-ши? Каймасан — "кайман" теҫҫӗ. Кайсан — "усал" теҫҫӗ. Курманнин курас килет тет. Курсан - тарас килет тет. Чӑнах та ҫалла пуль. Хирӗҫес мар тесен те хирӗҫмелли тупӑнатех. Чӗнес мар тесен те чӗнмесӗр чӑтма ҫук-ҫке. Хӗр чухне чи илемли, чиперри, ачашши, ӗҫченни, типтерличчӗ эпӗ. Арӑм пултӑм та: "кахал", "шампа", "сысна", "сурӑх", "йӗксӗк", "хӑмла шуччи" тата тем те пӗр итлеме тӳр килет. Мӗнле чӑтмалла вара кӑна? Малтанах упӑшка хыттӑн кӑшкӑрсанах "уйрӑлатӑп!" - тесе хӑрататтӑм. Эпӗ япаласене пуҫтарма тытӑнсанах йӑпӑлтатма, ӳкӗтлеме пуҫлатчӗ. "Анна, эпӗ сансӑр пӗр кун та пурӑнмастӑп ҫак килте! Ниҫта та ямастӑп", - тетчӗ. Япаласене пытара-пытара хуратчӗ. Пӗррехинче хӗлле тӑхӑнмалли атта аслӑк тӑррине таҫта чикнӗ те, кайран ниепле те тупаймарӗ. Ҫуркунне тин, утӑ пӗтсен, тупӑнчӗ. Манӑн атӑ ӑшӗнче кушак кайӑксем йӑва ҫавӑрнӑ, ҫурисем чӗриклетеҫҫӗ анчах! Йӗрӗннипе тислӗк купи ҫине тухса петӗм. Тӑхӑнма май ҫук. Мӗн чухлӗ вӑрҫрӑмӑр-ши кун пирки. Тепрехинче манӑн урари ҫӗнӗ танкеткӑна хывҫа илчӗ те /эпӗ тухса каясран хӑранипе ӗнтӗ/ анкартине, ҫӗр улми ани хушшинелле вӑркӑнтарчӗ. Хӑраххине тупрӑмӑр, тепри ниҫта та ҫук. Кӳршӗ йытти ҫӗклесе кайса ҫырмана пӑрахнӑ пулмалла. Ура ҫинче питӗ илемлӗ курӑнатчӗ - ҫук, тӑхӑнса савӑнаймарӑм. Мур йытти пӗтерчӗ. Мӗн тӗрлӗ мыскара пулмасть пирӗн. Ҫӳҫе сапаласа яратӑп та, юмахри вутӑш пек, хачӑпа касма хатӗрленетӗп. Эй, чупса пырать те... Эпӗ вырӑн ҫинче, ҫӑмӑлскер, пакша пек сиккелетӗп. "Касап!" - тетӗп. "Турӑ пул, хӗрхен хӑвна, ан кас!" - тесе йӑлӑнатчӗ. Каярахпа хӑнк та туми пулчӗ ман этем. Эпӗ хачӑ тытатӑп, касма тӑратӑп, вӑл пур - чӳрече уҫнӑ та лӑпкӑн ҫеҫ пирус мӑкӑрлантарса тӑ-ӑ-ӑрать! Касма та шеллетӗп, ӑна та тарӑхтарас килет. "Касатӑп ак!" - тетӗп. "Касмастӑн", - тет. Манӑн ӑна пӑхӑнтармалла вӗт-ха! "Кур, касатӑп!" - тетӗп. "Маншӑн пулсан хуть те шакла касса яр!" - тесе хучӗ. Эп ку сӑмахсене илтсен урсах кайрӑм. Хама сиен тунине пӑхмасӑрах ҫӳҫе йӑлт касса вакларӑм. Чӑлӑш-чалӑш ҫӳҫпе тӑрса юлтӑм. Анкӑ-минкӗ! Кайран-малтан тек ҫӳҫӗм ӳсмерӗ, ыраш кӗлти пек ҫӳҫ вырӑнне качака хӳри ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Каярахпа упӑшкана апат ҫимесӗр хӑратма пуҫларӑм. Эпӗ, хытканскер, апат кӑшт ҫимесенех начарланса, типсе ларатӑп. Вӑл пур, кунран-кун самӑрланса пырать. Шыв ӗҫнипех мӑнтӑрланать пулмалла. Эрехне те лайӑх кӳпет. Ӑна хӑратас тесе эпӗ эрнипе выҫӑ тытма та хатӗр. Тирӗмпе шӑммӑм ҫеҫ тӑрса юлать манран. Санпа, хӑмла шуччипе, мӗнле пурӑнмалла, тытмалӑх та ҫук, ыталамалӑх та ҫук!" - тесе ахӑрать. "Юрать, эпӗ качча илтӗм, кама кирлӗ эсӗ? Эпӗ пурнӑҫ турӑм, эсӗ манӑн ӗнсе ҫинче пурӑнатӑн!" - тет. Эпӗ парӑнма мар, пушшех хытӑ тарӑхса каятӑп, ӑна хирӗҫ качака пек сикетӗп. Хӗрарӑма чӗниччен - чӗнменни. "Эп пулмасан эсӗ тахҫанах кӗлмӗҫе тухаттӑн, мӑнтӑрланса ларнӑ!" - кӑкӑр ҫапса кӑшкӑратӑп ӑна хирӗҫ. Хӑйне, мӑнтӑр пулсан та, темшӗн юрататӑп-ха. Тарӑхнӑ чухне ҫавах тем те калас килет. "Юрать, эпӗ пӑхатӑп сана, эсӗ никама та кирлӗ мар!" - ку сӑмахсемпе тӗлӗнтерейместӗп, паллах, никама та. Кӗҫех пирӗн килте кастрюльсем "вӗҫме" пуҫлаҫҫӗ. Ку та пирӗнтен тухнӑ япала мар, нумай ҫемьере пулкалать. Арҫын мыскари ӗмӗртен пырать. Хӗрарӑм мӗнле чӑтать-ши тулӗк? Ӑна пӗлместӗп вара. Ну, кайран, "аслати кӗмсӗртетни" иртсен эпӗ кутӑнланса, апат ҫимесӗр пурӑнма тытӑнсан пирӗн килте чӑн-чӑн "драма" пуҫланать. Питӗ хӑрать эпӗ "выҫӑ тытассинчен". Ахаль те хытканскер, пушшех те хытса ларӑп. Пит чирлӗ сысна ҫурин хырӑмӗ евӗр путса кӗрет, витӗр йӗп чиксен йӗп тухать. Урасем патак пек ҫеҫ юлаҫҫӗ. Пӗр куҫсем анчах ӗнтӗ. Вӗсем те пулин сӳннӗ, упӑшкана ҫилленсе сиввӗн пӑхнӑ чухне анчах ялкӑшаҫҫӗ. Вӑл пур, мана куҫран пӑхать. /Куҫӗсем манӑн юрӑри утмӑл турат пек кӑн-кӑвак!/ Ухмах та мар эпӗ выҫӑ пурӑнма. Упӑшка выльӑхсене апат пама тухать те кил хушшине, эпӗ чӗрӗ ҫӑмарта, турӑх, хӑйма ӗҫетӗп. Вӑл кӗнӗ ҫӗре ним пулман пек, вӑйран кайнӑн, пӗр ҫӗрелле пӑхса ла-аратӑп. Кунӗпе ҫӗрти ҫӳпе те илсе пӑрахмастӑп. "Юрать каҫ пулать!" - тетчӗ аннем. Чӑнах та, каҫ пулни кӑна ҫӑлать пулӗ ҫынсене. Ҫӗрле ҫывӑрса лӑпланатӑп. Унта, тӗттӗмре, нимӗн те курӑнмасть, ҫав паха. Тата килте арӑм пур чухне арҫын пӗччен ҫывӑрма юратмасть. Хӗрарӑм мӗн, хӗрарӑм юнтарать. Хӑйне мӗнле тытмаллине вӑл пит аван пӗлет.
Вӑл - кравать ҫинче, эпӗ - диван ҫинче. Хайхи ҫӗрле ман ҫумма йӑпшӑнса кӗрсе выртать. Эпӗ чалт! сиксе тӑратӑп, пушӑ кравать ҫине кайса выртатӑп. Мӗн тетӗр эсир, каллех ман ҫумра эсрел. "Эсрел", - тесе ахаль анчах калатӑп ӗнтӗ, хамӑн арҫынккана никампа та улӑштарассӑм ҫук паллах. Эпӗ ӑна хырӑмӗнчен чавсапа шанч! тутаратӑп. Пур пӗр мана ҫапманнине пӗлетӗп те. Тачка, усӑк хырӑмӗ нач! тӑвать. Мана апла ҫапас пулсан... Ҫапла пӗр-пӗринчен таркаласах ҫур ҫӗр иртҫе каять. Ирхине иксӗмӗр те урайӗнче вӑранса каятпӑр. Ура вӗҫле выртатпӑр. Вӑл ман урасене ыталанӑ, эпӗ унӑн урисене хамӑн ӑшӑ кӑкӑр ҫумне ҫупӑрлатӑп. Эй, курсан тӗлӗнсе каймалла! Мӗнле кӑна ырӑ сӑмах илтместӗп-ши эпӗ! Кун пек чухне манран телейли, манран чапли никам та ҫук. Эпӗ хама чӑн-чӑн хӗрарӑм пек туятӑп!
Ахаль чухне, вӑрҫман чухне, йӑлӑхтарса ҫитерет. Кичем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫ, интереслӗ те мар. Арҫынсем вара вӑрҫма, харкашма тытӑнаҫҫӗ. Эпир ҫавах парӑнмастпӑр. Мӗншӗн тесен эпир хӗрарӑмсем, пире юратнӑ та, юратаҫҫӗ те...

Лидия Сарине
«Хыпар» хаҫатран илнӗ, 2006, авӑн, 13


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-11 22:46:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3069 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем